Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн черетлӗ ҫитӗнӗвӗ пирки пӗлтерме вӑхӑт ҫитрӗ: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 400 пинрен иртрӗ. Ҫулталӑка эпир 240 пинрен пуҫланине шута илсен кӑҫал ҫапла май 160 пин тума ӗлкӗртӗмӗр те. Ҫав шутра, ку уйӑх пуҫламӑшӗнчен 18 пин ҫӗнӗ мӑшӑр хатӗрлерӗмӗр.
Ку уйӑхри ӗҫе илес пулсан эпир Николай Гоголӗн повеҫӗсене (Невски проспект, Кӳме, Сӑмса), Иван Тергеневӑн хайлавӗсене (Пирвайхи юрату, Ася, Бирюк), Николай Бирюковӑн «Чайка» романне мӑшӑрларӑмӑр. Умра тӑракан ӗҫсенче вара: Иван Тургеневӑн «Ашшӗсемпе ывӑлӗсем», Антон Чеховӑн «Хушка пуҫӗ», Аркайди Гайдарӑн хайлавӗсем.
400 пин мӑшӑр тунӑ хыҫҫӑн эпир хамӑр ӑсталанӑ куҫӑруҫӑна ҫӗнетме шутлатпӑр. Яндекс.Тӑлмача мӑшӑрсен тепӗр йышне 500 пин урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн ярса пама шутлатпӑр. Ҫавах та каласа хӑварас пулать — юлашки вӑхӑтра Яндекс.Тӑлмач куҫарӑвӗ самай лайӑхланчӗ (эпир вӗсене ҫӗннисене ярса паман пулсан та). Сӑмахран, «Нарспи» куҫарӑвӗ чылай якарах пулса тухать вӗсен.
Эпир вара, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ, хамӑр ӗҫе малалла тӑсатпӑр.
«Чӑвашла радио итлес терӗм, чӑвашла вӗренмешкӗн. Сайта уҫрӑм та итлеме пуҫларӑм, вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ытти канала куҫрӑм, вырӑсла юрӑ янрать... Ман шутпа, чӑваш чӗлхине упрас тесен, чӑвашла радиора кунӗпех чӑвашла кӑна янрамалла», – тесе чӑвашла ҫыпӑҫуллӑ ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Yuto Hishiyama.
Яндекс.Тӑлмачпа куҫарнӑ пулӗ тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Вӑл каччӑ тахҫантанпах чӑваш чӗлхине тата тутар чӗлхине вӗренет. Сӑмах май каласан, вӑл «#эпӗчӑвашлакалаҫатӑп» хэштегпа чӑвашла сӑвӑ вуланине те хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ. «Чӑваш чӗлхи манӑн тӑван чӗлхе мар пулсан та, вӑл мана вӑй парать. Юратса вӗренетӗп. Ӗмӗрлӗхе упранса юлтӑр!», – тесе ҫырнӑ ҫамрӑк.
(пӗчӗк тӗрленчӗк)
Куккук сасиллӗ тӑван яла шӑпчӑксемпе чӗкеҫсем вӗҫсе килнӗ вӑхӑтра эпӗ те ҫаврӑнса ҫитрӗм.
— Эсселем мегелейкум, ӗмпичче! Халсем мӗнле? — юриех авалхилле сӑмахлать ял мухтарӗ, кӳршӗри Чаптай.
Ман вара, паллах, ӑна «Вегалейкем эсселам!» тесе хуравламалла пулать. «Эсселам мегелейкум!» — тетӗп, тахҫанхине аса илсе, Урмаель тутарӗсем манерлӗ.
Чаптай вӑл Таврапӗлӳпе ҫулҫӳрев картинче ӗҫлет те, кӗтсе илмелли е ӑсатса ямалли сӑмахсене селӗм вӗреннӗ. Вӑл «Здрасьте!», «Здоровӑ!» тесе саламланисене йышӑнмасть. «Аван ҫитрӗр-и, тӑвансем», «Иртӗр, иртӗр малалла!», «Ҫулӗ такӑр пулчӗ-и» тата тем тӗрлӗ каласа, аллисене сарса хапӑллать килнисене. Манӑн туяллӑ аллӑма икӗ аллипе чӑмӑртаса, пуҫне юриех тарӑн тайса, «Уяв ячӗпе саламлатӑп» тет. — Ват ҫынсене ӗлӗкрен икӗ алла харӑс панӑ, теҫҫӗ Тимӗрпе иккӗш вӗсем.
Кӑшӑлвируса ирттерсе ямалла тесе урама Уртемей шӑллӑм тухрӗ. Вӑл урӑхла саламлать: «Сывлӑху мӗнле, пичи. Алӑ ҫемми лаша туяннӑ иккен эсӗ...», тет. Унран хӑпмасӑр ҫӳрекен маттур Матвей малтан те «привет», те «салют» теме тӑчӗ, унтан, вӑтанса кайса, «Сывлӑх сунатӑп, мучи!
2018 ҫулта вӗренӳ ҫинчен калакан федераци саккунне улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне (халӗ – Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан) Олег Николаева ӳпкелесе калаҫнине илтме тӳр килчӗ. Саккуна хатӗрлекенӗсенчен пӗри пулнӑ май сӑмах тиврӗ ӑна.
«Интерфакс» информаци агентстви республика ертӳҫинчен ӗнер интервью илнӗ. Тӗрлӗ темӑна хускатнӑ май маларах каланӑ ҫав саккуна та аса илтернӗ.
Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, саккуна тӗплӗн вуламаннисем ҫеҫ ӳпкелеме пултараҫҫӗ. Ача хӑй вӗренекен тӑван чӗлхене ирӗклӗн суйлама май туса парас тенине палӑртнӑ Олег Николаев.
«Эпӗ – чӑваш, тӑван чӗлхене лайӑх пӗлетӗп, ӑна упраса хӑварассишӗн тата хӳтӗлессишӗн йӑлтах тӑватӑп», – ҫирӗплетнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн пирӗн ҫӗршывра тӗрлӗ акци пуҫарчӗҫ. «День Победы» юрра чӑвашлатни хӑех мӗнле паха! Аса илтерер: Владимир Харитонов сӑввипе Давид Тухманов кӗвӗленӗ ҫав юрӑ пирӗн ҫӗршывра ҫӗнтерӳ маршӗ евӗр янӑрать. Ӑна темиҫе хут илтсен те, пӑхмасӑр пӗлсен те вӑл кашнинчех чуна хумхантарать.
Паллӑ юрра наци чӗлхисем ҫине куҫарса ӑна марафон евӗр янӑратассине кӑҫал пуҫласа йӗркелерӗҫ. Юрӑ йӗркисене чӑвашла чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер куҫарнӑччӗ.
«День Победы» юрра Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та чӑвашла юрланӑ. Пӗрремӗш куплета тата хушса юрламаллине. Ҫавна Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн странцинче вырнаҫтарнӑ.
«Изучаем руны вместе» (чӑв. Рунӑсене пӗрле вӗренетпӗр) проектӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тухнӑ. Вӑл авалхи чӑваш рунисен пӗлтерӗшӗпе тата мӗнле вуланнипе паллаштарать.
[В] саспалли чӑваш руна ҫырулӑхӗнче «V» латин саспаллийӗ евӗр курӑннӑ. Вӑл паллӑ Вӑ, Вӗ, Ву тата Вы сыпӑксене пӗлтернӗ. [Вӑй] V руна тӑнӑҫлӑха, вӑя, паттӑрлӑха тата чӑтӑмлӑха пӗлтернӗ. Вӑл пахалӑха тотем чӗрчунсем (вӗсене авалхи ҫынсем хӑйсен йӑхне пуҫлаканӗ тесе хисепленӗ) пама пултарнӑ.
V-евӗр паллӑ мӑйракаллӑ вӑкӑра кӑтартнӑ. Сӑвар-пӑлхарсем ҫветтуй чӗрчун тесе шӑпах ҫав чӗрчуна шутланӑ. Вӑл хӳтӗлевҫӗ тата хӳтлӗхҫӗ шутланнӑ.
«Изучаем руны вместе» (чӑв. Рунӑсене пӗрле вӗренетпӗр) проектӑн пӗр пайне, сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев шӑматкунсерен пичетлет.
Чӑваш ҫӗрӗнчен аякра пурӑнакан хӑш-пӗр хастарсем тӑван чӗлхене аталантарас, ӑна сарас тӗллевпе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче саланнисем ҫеҫ мар, чикӗ леш енчисем те тӑван чӗлхешӗн тунсӑхлаҫҫӗ. Эстонире пурӑнакан Ираида Захарова темиҫе ҫул ӗнтӗ вырӑнти радиопа чӑвашла передачӑсем йӗркелет.
Радиокӑларӑмсен тӗллевӗ – чӑваш культурипе паллаштарасси. «Ӑраскал» радиокӑларӑма кӑсӑкланса итлекенсем валли черетлӗ передача паян, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, эфира тухӗ.
Хальхинче Акатуй уявӗ ҫинчен каласа парӗҫ, уявӑн тӗрлӗ аталанӑвӑн тапхӑрӗсемпе паллаштарӗҫ. Радиокӑларӑм 19 сехетре 35 минутра Таллин радио хумӗсем ҫинче эфира тухӗ.
Эфира пӗртӑван Малинасен тата Роза Степанован юррисем илем кӳрӗҫ.
Федерацин Атӑлҫи округӗнче «Наш День Победы» (чӑв. Пирӗн Ҫӗнтерӳ кунӗ) юрӑ марафонӗ пырать. Вӑл округри тӗрлӗ регионти юрӑҫсене пӗр пысӑк коллектива пухать. Музыка ансамблӗсем «День Победы» (музыки — Давид Тухмановӑн, сӑмахӗсем — Владимир Харитоновӑн) хӑйсен наци чӗлхисемпе шӑрантарса эстафетӑна пӗрне-пӗри параҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче паллӑ юрӑ чӑвашла янӑрӗ. Ӑна клип евӗр ӳкернӗ. Клипа «Россия 1» тата «Россия 24» телеканалсен регионсенчи эфирӗсенче, ҫавӑн пекех халӑх сечӗсенче кӑтартӗҫ.
Видеоролика Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче, Ҫар мухтавӗн музейӗнче, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ӳкернӗ. Юрра шӑрантарма Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн артисчӗсем, «Соловушки» хор «Классика» юрӑ капелли, «Живи и помни» ансамбль, паллӑ юрӑҫсем хутшӑннӑ.
Юрӑ сӑмахӗсене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер чӑвашла куҫарнӑ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Чӑваш чӗлхи илемӗ сӑвӑра» акци ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ.
Акцие Чӑваш Енри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Красноярск тӑрӑхӗнчи тата ытти ҫӗрти чӑвашсем хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑ вуланӑ, ҫавна видеролик ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
#люблючувашский (чӑв. чӑваш чӗлхине юрататӑп) хештэглӑ видероликсене ачасемпе студентсем те, воспитательсемпе вӗрентекенсем те, ваттисем те вырнаҫтарнӑ.
Сӑвӑ вулакансенчен чи ҫамрӑкки 3 ҫулта пулнӑ, чи асли - 83-ре. Шупашкар районӗнчи Праньккара пурӑнакан 83 ҫулти Клавдия Иванова Любовь Мартьянован «Кун килет те каять ҫаврӑнса» сӑввине хавхаланса вуланӑ, виҫҫӗри Ева Кириллова «Пукане яла каять…» хайлава тӑрӑшса каланӑ. Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшра ҫуралнӑ, халӗ тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑка ушкӑнпа вуласа видеролик хатӗрленӗ.
Тӗлӗнмелле ҫак пӑтӑрмах пирки Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Турцинче ӗҫлесе пурӑнакан Надина Джавадова Фейсбукра ҫырса пӗлтернӗ.
Вӑл икӗ ҫул каялла тӑван ене килнӗ. Шупашкарта унӑн аптекӑна кайма тивнӗ. «Чӑвашра пулнипе хӗпӗртесе кайса-ши, сутуҫӑпа чӑвашла калаҫас терӗм.
Анчах та, кӗтмен ҫӗртен шовинистла сӑмахсем илтмелле пулчӗ: «Так прилично выглядите, а говорите по-чувашски», — терӗ куҫӗсене чарса пӑрахса, вырӑсла пӗлнӗ таран...», — ҫырса кӑтартнӑ ентешӗмӗр.
Тӑван республикӑмӑрта наци чӗлхипе калаҫакан чӑваш хӑйне хӳтӗлеме хӑтланни фармацевта ӳкӗте кӗртеймен. Вӑл хыҫран тем каласа вӑрҫса юлнӑ.
Ют ҫӗршывра, Раҫҫей турисчӗсем йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче, вырӑнтисем вырӑсла пӗлеҫҫӗ-ши тесе вырӑсла хӑюсӑррӑн сӑмах пуҫарнине ӑнланма пулать-ха. Анчах чӑваша килсен Шупашкарта чӑвашла калаҫма шикленни, чӑн та, тӗлӗнтермӗшех.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.